Чуна пырса тивекен юррисемпе халӑх чӗрине хускатаҫҫӗ

Кашни хайлавӗнче - тарӑн шухӑш, чӑнлӑх, пурнӑҫ, ҫӗршыва юратни. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри управленийӗ ҫумӗнчи "Служу Отечеству" ансамбль Чулхулара иртнӗ музыка ӑмӑртӑвӗнчен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. 

Ҫӑлавҫӑсемпе пушар хуралӗнче тӑракансен музыка пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ хальхинче 100-е яхӑн хутшӑнакана йышӑннӑ. 43 регионтан килнӗ юрӑҫсем вокал ӑсталӑхӗпе, сцена ҫинчи тыткаларӑшӗпе, репертуар хӑйнеевӗрлӗхӗпе тӗлӗнтернӗ тӳресене. Сцена ҫине тухакансене 3 номинацире хакланӑ. "Служу Отечеству" ушкӑн кашнинчех хӑйне тивӗҫлӗн кӑтартса панӑ. "Музыкальный микс" номинацире вара ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. 

Чылай ҫул каялла йӗркеленнӗ чӑваш ҫӑлавҫисен ансамблӗ куракан чунне тахҫанах тыткӑнланӑ. Хӑйсем те тӗрлӗ вӑрҫӑ ҫулӗпе утса тухнӑран ҫак тема, ҫарти юлташӗсене асра тытасси вӗсемшӗн питӗ ҫывӑх. Ансамбль халӑх умне тухсанах зал чӗмсӗрленет, хумханса куҫҫульленет. 

Максим Моторкин хӑй хайланӑ "Локализация" юрӑпа хутшӑннӑ музыка конкурсне. "Автор юрри" номинацире ӑмӑртнӑ вӑл. "Ытти регионти ӗҫтешсемпе ҫулсерен тӗл пулса ҫывӑхланса, тӑванлансах ҫитрӗмӗр. Пирӗн хушӑра тӗрӗссипе нимӗнле тупӑшу та, пӗр-пӗринчен иртес тӗллев те ҫук", - теҫҫӗ "Служу Отечеству" ансамбль солисчӗсем. 

Ансамбль аталаннине тахҫантанпа курса-сӑнаса тӑракансем те юрлакан ҫӑлавҫӑсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Святослав Петров