Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ калаҫу 40 минут пычӗ. Ыйтусене ҫынсем маларах ҫитернӗ, "тӳрӗ эфир" вӑхӑтӗнче те кашни кӑмӑл тӑвакан хумхантарнӑ темӑна хускатма пултарчӗ. Кӑҫал пулнӑ 80 ытла пушартан 9-шӗ электрохатӗрсемпе тӗрӗс мар усӑ курнипе, 8-шӗ - чӗлӗм турнипе, 11-шӗ кил хуҫисем ӳсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. 20 инкек вара мунча хутнӑ чух асӑрхануллӑ пулманнипе сиксе тухнӑ. Республикипе пушар хуралӗнче куллен 150 техника тата 1800 ытла ҫын тӑрать. Вӗсем кирек хӑш самантра пулӑшма хатӗр, ҫапах та пӑтӑрмах ан пултӑрччӗ.
Надежда Александрова, Владимир Синдеев