Чиркӳ уявӗ тата чун кӗввин фестивалӗ

Етӗрне районӗнчи Палтай ялӗнче Христос Турӑ пӗлӗте ҫӗкленнине халалласа йӑлана кӗнӗ пысӑк уяв иртрӗ.

Палтай - 250 ҫын пурӑнакан пысӑкӑх мар ял. Ҫулталӑкра пӗрре кунта чуна савӑнӑҫ кӳрекен православи уявӗ - "Палтай куполӗсем" фестиваль иртет. Ӑна ватти-вӗтти таранах савӑнса кӗтет. Мӗншӗн тесен ҫак кун яла Шупашкарпа Чӑваш Ен митрополичӗ тата таврари пачӑшкӑсемпе архиерейсем килеҫҫӗ. Христос пӗлӗте ҫӗкленнине халалласа икӗ ӗмӗр каялла уҫнӑ чиркӳ таврари халӑха пӗрлештерет. Уява пухӑннисем малтанах кӗлӗре тӑраҫҫӗ. Турӑран ырлӑх-сывлӑх ыйтса митрополит пехилне ӑша илеҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Зинаида Паршагина