Чир пурнӑҫ илемне туйма чӑрмантармасть

Ывӑлӗ утма, шкулта вӗренме, аталанма пултартӑр тесе Ильинсем Вӑрмар районӗнчен Шупашкара куҫса килнӗ. 

Слава палӑртнинчен 2 уйӑх маларах ҫуралнӑ. Хӑрушӑ диагноза тухтӑрсем тӳрех лартайман. Ывӑлӗ ҫулталӑк ҫурӑна ҫитсен тин ҫамрӑк амӑшне Любовь Ильинана ачине шалкӑм ҫапни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫак самантран чирпе кӗрешӳ пырать - ывӑлне ура ҫине тӑратма тӗллев лартнӑ.