Чи сӑпайлисем, пултаруллисем тата ӑшпиллӗ ҫемье управҫисем

Шупашкарта Республика шайӗнче иртекен "Эпӗ - хӗрарӑм" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Фестивале хутшӑнакансене Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чысларӗҫ.

Чи илемлисемпе сӑпайлисем, пуринчен те пултаруллисем, ӑслӑ та тарават, ӑшпиллӗ ҫемье управҫисем: анне, асанне, кукамай, мӑшӑр, аппа-йӑмӑк тата ытти те. Вӗсем пирӗн кулленхи пурнӑҫа чиперлетсе этемлӗхе телейлӗрех тума пулӑшаҫҫӗ. Вӑйне-халне шеллемесӗр вӗренӳпе сывлӑх сыхлавӗнче, культурӑра, социаллӑ пурнӑҫпа патшалӑхӑн тӗрлӗ тытӑмӗнче вӑй хураҫҫӗ. Хӑйсен тивӗҫне чунтан пурнӑҫлаҫҫӗ. Пултарулӑхри ҫитӗнӳсемшӗн ҫапла чыс туни вара хӗрарӑмсене хавхалану кӳрет, куллен туса пыракан ӗҫне хаклама вӗрентет.

Чи пултаруллӑ хӗрарӑмсене палӑртакан конкурс кӑҫалхипе 3-мӗш хут иртрӗ. Ӑна Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Канашӗ пуҫарӑвӗпе йӗркелеҫҫӗ. Фестиваль пӗлтерӗшӗ ҫуларн-ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал унта 614 ҫын хутшӑннӑ. Кашни хӗрарӑм хӑйӗнпе паллаштаракан видеоролик хатӗрленӗ. Чи ӑнӑҫлисене интернет-сасӑлав урлӑ халӑх суйланӑ. Ҫапла майпа ҫӗнтерӳҫӗсене 12 номинацире палӑртрӗҫ. Вӑл йышра: "Ҫемье - манӑн пуянлӑх", "Малалла сывлӑх патне", "Саккун хуралӗнче", "Пӗлӳ патне чӑрмавсӑр", "Эпир 21-мӗш ӗмӗр ҫамрӑкӗсем" тата ытти те.

Республикӑри чи маттур хӗрарӑмсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата министрсемпе депутатсем ӑшшӑн саламласа парнесемпе чысларӗҫ. Ҫак конкурса хутшӑнни хӑйех чылай хӗрарӑмшӑн ҫӗнтерӳ, профессире ҫӗкленме пулӑшакан ӳсӗм картлашки пулнине палӑртрӗҫ. Тӗрлӗ енлӗ пултарулӑха ҫапла хак пани хӗрарӑмсене малашне тата ӑнӑҫлӑрах пулма хавхалантарса вӑй-хал парса пырӗ. 

 

Алексей Енейкин, Андрей Шоклев