Чи пултаруллисемпе тӑрӑшуллисене ҫывхаракан Ҫӗнӗ Ҫул тӗлне пысӑк парне

Вӗсене Правительство ҫуртӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысларӗ. 

Республика Пуҫлӑхӗ пухӑннисене хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑшӑн тав турӗ. Вӗсенчен кашни республика аталанӑвне хӑйӗн тӳпине хывнине палӑртрӗ. Наградӑна тивӗҫни малашне те хавхалантарасса, вӑй парса тӑрасса ӗненнине пӗлтерчӗ. Владимир Путин президент Хушӑвӗпе Владимир Нагорнов скульптора "Культурӑпа ӳнерти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденпа чысларӗ вӑл. 

Тӗрӗ музейӗн ертӳҫи Надежда Сельверстрова "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ. Вӑл тӑван халӑх эткерлӗхне упрассипе тӑрӑшать, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелет. 

Кӑҫал утӑ уйӑхӗнче чӑваш эстрада артисчӗсем Донбасс тӑрӑхӗнче пулнӑ. Катя Петрова, Сергей Кувшинов, Алексей Шадриков, Мария Гущина тата Диана унта пурӑнакансене хавхалантарас тесе 5 хулара концерт кӑтартнӑ. Лӑпкӑ мар вырӑна ҫитсе килнӗ ушкӑнти кашни артиста Чӑваш Республикин Хисеп Грамотипе чысларӗ Олег Николаев. 

Вӑрмар тӑрӑхӗнчи нумай ача пӑхса ҫитӗнтерекен Надеждапа Сергей Еруковсем "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орден медальне тивӗҫ пулчӗҫ. 

Етӗрне районӗнчи Урпаш ял тӑрӑхӗн ертӳҫине Евгений Садикова хӑйтытӑмлӑх ӗҫӗнче палӑрнӑшан ятарлӑ паллӑпа чысларӗҫ. 10-мӗш ҫул вӑл юратнӑ ӗҫре.

Регион ертӳҫи пухӑннисене ҫывхаракан Ҫӗнӗ Ҫулпа саламларӗ. Ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗ. Йӑла тӑрӑх, вӗҫӗнче пурте пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ. 

Алена Артемкина, Виктор Степанов