Чернобыльти атом электростанцийӗнче радиациллӗ катастрофа пулнӑранпа 40 ҫул ҫитет

Хӑрушӑ инкек 1986-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче мӗнпур тӗнчене кисретнӗ. Унти ликвидаци ӗҫне пирӗн республикӑран 2000 ҫын хутшӑннӑ. Халӗ вӗсен чӗрӗк пайӗ ҫеҫ пурӑнать.

Чернобыль аварине пӗтерес ӗҫе хутшӑннисен йышӗ ҫулсерен сайралсах пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вӗсем халӗ 135-ӗн юлнӑ. Малтан вара 500 яхӑн пулнӑ. Шел пулин те, радиаци хумӗ чылай ҫын пурнӑҫне инкек хыҫҫӑнхи ҫулсенчех татнӑ. Тӗрӗссипе каласан, ун чухне нумайӑшӗ хӑйсем ӑҫта лекнине ӑнланса та пӗтереймен. Чернобыльти атом электростанцийӗн 4-мӗш энергоблокӗ сирпӗнсе кайсан инкеке пӗтерес ӗҫе ҫӗршыври 600 пин ҫынна явӑҫтарнӑ. Ытларах пайӗ стройкӑра ӗҫлекенсемпе салтаксем тата маларах ҫар ретӗнче тӑнӑ ҫынсем пулнӑ. Хыпса ҫунакан электростанцие сӳнтерекенсемпе энергоблока хуплакансем уйрӑмах пысӑк радиаци илнӗ. Чи хӑрушӑ вырӑнта бетон ӗҫӗпе ӗҫлекенсене кашни 2-3 минутра улӑштарса тӑнӑ. Тавралла 30 ҫухрӑм таран пурӑнакансене вара пурне те васкавлӑ майпа ытти тӑрӑха эвакуациленӗ.

Радиацине ытла сарӑлма парас мар тесе ҫӗршыв мӗнпур вӑйне хунӑ. Специалистсем сменӑпа улшӑнса тавралӑха тасатнӑ. Ҫывӑхри саралнӑ вӑрман йывӑҫҫисене те ҫунтарма юраманран ҫӗр ӑшне чавса чикнӗ. Калама ҫеҫ ҫӑмӑл. Авари ликвидаторӗсем хӑйсен сывлӑхне пӗтерсе миллионшар ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Унччен этем историйӗ кун евӗр катастрофа курман темелле.

Ветерансем халӗ пулни-иртнине ачасене каласа кӑтартаҫҫӗ. Ҫын пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тӗллевпе тунӑ электростанцире те асӑрханулӑх йӗркисене кирлӗ пек пӑхӑнмасан ҫакӑн евӗр катастрофа лӑпкӑ пурнӑҫра та тухма пултарнине ӑнлантараҫҫӗ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ҫак инкек ӗмӗрлӗх пуҫра тытмалли хӑрушлӑх тӗслӗхӗ пулмалла.

Радиациллӗ аварисемпе катастрофӑсене пӗтерес ӗҫе хутшӑннисен кунне ҫӗршывра инкек хыҫҫӑн тепӗр 7 ҫултан ҫирӗплетнӗ. Ҫак кун Чернобыльте шар курса тӗрлӗ вӑхӑтра пурнӑҫран уйрӑлнисене асӑнаҫҫӗ, ятарлӑ палӑксем умне чечексем хураҫҫӗ.

Алексей Енейкин