Чӗрчунсем читлӗхрен тухмаҫҫӗ, апат та сахал

Изоляци вӑхӑтӗнче килсӗр йытӑсене усрамалли Шупашкарти пункт йывӑрлӑх тӳсет

Икӗ уйӑх ытла ӗнтӗ вӑл хупӑ. Изоляци тапхӑрӗнче чӗрчунсене апатпа тата ытти кирлӗ япалапа тивӗҫтерекенсен шучӗ сахалланӑ. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаксем нимӗн чухлӗ те чакман. Ҫак йытӑна Эльма теҫҫӗ. Шупашкарти пӗр предприятире пралукпа ҫыхса пӑрахнӑскерне волонтерсем пӗлтӗр тупнӑ. Ӑна вилме паман, операци тунӑ. Анчах та пӗр урине упраса хӑварайман. Эльма ҫакна туймаҫ те тейӗн. Волонтерсем хӑйсен хушшинче шӳтлесе, тен, унӑн пиллӗкмӗш ури пур, теҫҫӗ. 

 

Вероника Павлова, Игорь Ульянов