Чӑвашсем пирки халӗ Пермь тӑрӑхӗнче те аван пӗлеҫҫӗ

"Попробуй Пермское" проекта хатӗрлекенсем Пермь тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем патӗнче хӑнара пулнӑ - вӗсем пирки видеороликсем ӳкернӗ. 

"Попробуй Пермское" проекта "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Интернет аталанӑвӗн институчӗ пулӑшнипе хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл ҫак тӑрӑхра пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркипе, культурипе, наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарать. Кӑларӑма Конго ҫамрӑкӗ, Пермьри политехника университетӗнче вӗренекен Руссон тата Глафира Утёмова ертсе пыраҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Куедински районӗнчи Дойная ятлӑ яла ҫитнӗ. Чӑвашсен культура центрӗ шӑпах ҫакӑнта вырнаҫнӑ. Сӑмах май, Пермь тӑрӑхӗнче 7 пин ытла чӑваш пурӑнать. Архив докуменчӗсене ӗненес пулсан, вӗсем кунта 16-17-мӗш ӗмӗрсенчех куҫса килнӗ.

Екатерина Фомина