Чӑвашла джаз чирлӗ ачасене пулӑшать

Атӑл ҫийӗн юрӑ вӗҫрӗ. Шупашкарта карап ҫинче джаз концерчӗ иртрӗ. Ӑна Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ. 

Ку ыркӑмӑллӑх пӗрлешӗвӗ 2016-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн тӗп тӗллевӗ - йывӑр чирлӗ ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатасси, ниме пӑхмасӑр вӗсене савӑнма, аталанма тата пӗр-пӗринпе хутшӑнма майсем туса парасси. Джаз концерчӗ те ҫак пархатарлӑ ӗҫре пулӑшрӗ. Пурӗ 170 билет сутнӑ. Пухӑннӑ укҫана пӗтӗмпех чирлӗ ачасене тӗрлӗ медицина хатӗрӗпе тивӗҫтерме усӑ курӗҫ. Хӑнасем ҫак каҫ Хусанти "Шану" ушкӑн пултарулӑхне хаклама пултарчӗҫ. Ансамбль репертуарӗнче джаз майлӑ чӑвашла юрӑсем. Куракансене каҫ ҫав тери кӑмӑла кайрӗ, ҫавӑнпа йӗркелӳҫӗсем ҫакӑн пек концертсем татах ирттерме шантарчӗҫ. Йывӑр чирлӗ ачасене пулӑшас текенсем вара Аня Чижова ячӗллӗ фондпа тӳрремӗн ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. 

Виктория Юдина, Екатерина Данилова, Святослав Петров