Чӑваш тӗррин музейӗнче "Эпир пӗлмен Миттов" курав ӗҫлет

Пултаруллӑ художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ тӗле хатӗрленӗ экспозицире Анатолий Миттовӑн хальччен ниҫта та кӑтартман ӗҫӗсемпе те паллашма пулать.

Анатолий Миттов Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ чухне ӳкернӗ автопортретран тӗнче ҫине витӗрлесе пӑхакан вунсакӑр-ҫирӗм ҫулти ҫамрӑк тинкерет. Шалта - йывӑр шырав ҫулӗ ҫине тухнӑ ҫыннӑн никамӑннилле те мар уйрӑм тӗнчи. Куравшӑн яваплӑ Олег Улангин хальхинче, ӳнерҫӗ мӗнле аталанса пынине уҫҫӑн палӑртас тесе, сӑрӑ ӑстин вӗренмелле ӳкернӗ ӗҫӗсене те кӑтартас тенӗ. Йӗркелӳҫӗсене кашнинчех Анатолий Миттовӑн ҫывӑх таванӗсемпе, художникӑн еткерӗпе ӑсталӑхне тӗпчекенсемпе таччӑн ҫыхӑнса ӗҫлени пулӑшать.

Нумай тӗслӗ ӳнерте Миттов суйласа илнисене тӳрех уйӑраятӑн. Сӑмахран, вӑл юратнӑ кӑвак-сенкер тӗс пире ӗмӗтри ҫуркуннене илсе каять. "Маншӑн вӑл - ачалӑх сӑпки пек. Вӑл яшлӑхӑмпа, пирвайхи юратӑвӑмпа, чечекленсе тӑракан уяв кӑмӑлӗпе, хӑпартлануллӑ туйӑмпа ҫыхӑннӑ" - ҫырнӑ Миттов кун кӗнекинче. Антонина Мордвинова ӳнер тӗпчевҫи художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кенеке издательствинче "Пуласлӑх ман пата васкамарӗ" ятлӑ монографи кӑларчӗ. Вӑл 20-мӗш ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринче чӑваш халӑхӗн чунне, тӗнчене туяслӑхне, наци уйрӑмлӑхне палӑртма уйрӑм меслет, курӑм тупма пултарнӑ маҫтӑра хӑюллӑнах "гени" тесе хаклать. 

Пурӗ те 39 ҫул пурӑннӑ Анатолий Миттов 10 ҫул кӑна ӳнере туллин парӑнса ӗҫлейнӗ. Ҫӗнӗлӗх уҫаканӑн шӑпи ҫапла: ӑнланманнипе, йышӑнманнипе пысӑк ӑстан выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнма тивнӗ, чирӗ те канӑҫ паман. Анчах вӑл ниме пӑхмасӑр хӑй суйласа илнӗ тертлӗ ҫулпа тӳсӗмлӗн утнӑ.

"Эпир пӗлмен Миттов" курав Чӑваш тӗррин музейӗнче нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов