Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен пӗрлӗхӗ ҫулталӑкри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ

Ларура ҫыравҫӑсем паянхи кун ҫивӗччӗн тухса тӑнӑ ыйтусене те хускатрӗҫ.

Республикӑри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ тӑван литературӑна аталантарас, чӗлхене сыхласа хӑварас тесе куллен тӑрӑшать. Союз пайташӗсем вулакансемпе тӑтӑшах тӗлпулу йӗркелеҫҫӗ, кӗнеке хӑтлавӗ ирттереҫҫӗ. Анчах паянхи кӑткӑс саманара тӳлевсӗр ӗҫрен пысӑк тухӑҫ кӗтме хӗн пулас. Сӑмах ӑстисем пӗрмаях хальхи вӑхӑта юрӑхлӑ меслетсем шыраса вулакан чунӗ патне ҫул хывасшӑн. Пӗрлӗхе ертсе пыма кӑҫал суйланӑ Улькка Элменӗ союз ӗҫне ҫӗнӗлӗх кӗртрӗ: ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑнса ҫивӗчленсе ҫитнӗ ыйтусене хӗрӳллӗн сӳтсе явмалла, ҫыравҫӑсен пултарулӑх шайне хак памалла.

Паян ҫыракан сахал теме май ҫук: ҫак профессионал писательсен пӗрлӗхӗнче кӑна 130 пайташ. Союзра вырӑс уйрӑмӗ те пур: унӑн ӗҫне Александр Шпаннагель пӗтӗмлетрӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал юпа уйӑхӗччен вӗсем 34 тӗрлӗ кӗнеке - чӑвашла, 16 - чӑвашла-вырӑсла, 19 - вырӑсла кӑларнӑ. Ҫав шутра - ҫамрӑк ҫыравҫӑсен илемлӗ хайлавӗсем те ҫине-ҫинех кун ҫути курчӗҫ. Ку союзри ҫамрӑксен секцийӗ тӑрӑшмасӑр пулман.

Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки 2 ҫулта пӗрре 15-35 ҫултисем валли ирттерекен конкурсӑн усси пысӑкки куҫкӗрет. Ун йышши ӑмӑртусем татах та пур, ҫапах шкул ачисемпе ҫине тӑрса ӗҫлени кирлӗ, тесе палӑртрӗҫ ҫыравҫӑсем: кӗҫӗнреххисем валли те литература конкурсӗ кирлӗ.

Ҫыравҫӑ ӗмӗртен халӑх пурнӑҫӗпе пурӑннӑ, ун чунне туйса ҫырнӑ. Малтанхи ӑрӑвӑн пӗлӗвне усӑ курса, аслисен сӗнӗвӗсене итлесе ӗҫлесшӗн паянхисем те. Ҫак тӗллевпех пӗрлӗх ҫумӗнче ваттисен канашне йӗркелеме йышӑнчӗҫ.

Марина Карягина, Иван Макеев