Сцена ҫинче Валентина Молодцыгина классика тата хальхи драматурги пьесисенчи тӗрлӗ сӑнара калӑпланӑ. Ухсай Яккӑвӗн "Шуйттан чуринчи" Эрнук, Николай Сидоровӑн "Шупашкарти савнийӗнчи" Тарье, Хветӗр Агиверӗн "Сар ачапа сарӑ хӗрӗнчи" Хвечис тата ытти чылай роль. Унӑн артист ӑсталӑхӗнчи аталанӑвне тӗрлӗ ӑрури куракан юратса сӑнанӑ.
Чӑваш театрӗн ӳнерӗнчи чи ӑста актерсенчен пӗриччӗ вӑл. Хисеплӗ ячӗсене, чысне-сумне, халӑх юратнине кура мар яланах сӑпайлӑ та ӑшӑ чунлӑ пулнӑ Валентина Молодцыгина. Ӗҫтешӗсем те унпа пӗр сцена ҫинче пулнӑ вӑхӑтсене хавхаланупа аса илеҫҫӗ. Чӑваш культурине, малашлӑхне пысӑк тӳпе хывнӑ артист пиртен 75 ҫула пуссан уйрӑлса кайрӗ. Валентина Молодцыгинӑпа паян Иоанн Кронштадтский Ҫветтуй чиркӗвӗнче 12 сехетре сыв пуллашаҫҫӗ.








