Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Татьяна Ильина-Зайцева ылтӑн юбилейне паллӑ турӗ

Шкулти пукане театрӗн сценинчен пуҫланӑ та паянхи кун та куракан умне тӗрлӗ сӑнарпа тухать. Унсӑр пуҫне вӑл кинора та ӳкерӗнет. Куракансем ӑна юрӑҫ пек те аван пӗлеҫҫӗ. 

Сцена ҫинче вӑл 27 ҫул. Шкулта театр кружокне хаваспах ҫӳренӗ Татьяна. Ашшӗ ялти Пукане театре валли пьесӑсем ҫырса панӑ. Драматург пулнӑ май Геннадий Терентьевпа ҫыхӑну тытнӑ. Шӑпах паллӑ режиссер хӗрачара пулас артиста асӑрханӑ та. "Ҫитӗнсен Щепкин ушкӑнне пуҫтарнӑ чухне мӗн-пур тӗрӗслев витӗр тухайрӑм, анчах ял хӗрачи пӗр палламан ҫынсемпе Мускава тухса кайма хӑюлӑх ҫитереймерӗм", - аса илет Татьяна Зайцева-Ильина. Каярах Питӗрти театр искусствисен академийӗнче пӗлӳ илнӗ вӑл. 1995-мӗш ҫулта тӑван ене таврӑннӑ ҫамрӑксем валли Ҫӗнӗ Шупашкарта экспериментлӑ театр уҫнӑ. Анчах чылай ӗҫлеймен вӑл. Ҫавӑнпа алла тин диплом илнӗ актерсем кам ӑҫта саланнӑ. Татьянӑна шӑпа Ҫамрӑксен театрне илсе пынӑ. 

Алиса Александрова, Михаил Солин