Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Шура пӗчӗкрен артист пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑл шкул пӗтернӗ тӗле шӑпах Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищине чӑваш ҫамрӑкӗсене вӗренме илесси пирки пӗлтерӳ тухнӑ. Шӑпа тени яланах тӗлӗнтерет: конкурс вӑхӑтӗнче хӗр урине амантать, анчах аптраман кӑмӑллӑскер, шанчӑкне ҫухатмасть - вӗренме кӗрет. Чи малтанхи рольсем - ӗмӗр асран тухми.
Шура Мускавра ентешӗпе, пӗрле артиста вӗренекен Николай Сергеевпа пӗрлешнӗ. Тӗп хуларан вӑл тӑван республикӑна хӗрлӗ дипломпа, упӑшкапа, ывӑлпа таврӑнать. Ӗнтӗ вӗсем 46 ҫул самант уйрӑлми тенӗ пек пӗрле.
Сцена ҫинче савниллӗ е арлӑ-арӑмлӑ рольсенче вӗсем пӗрле выляман, анчах кирек кама вӗрин килӗштернине витӗмлӗн те ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑ чухне те Александра умӗнче Николайӑн сӑн-сӑпачӗ тӑнӑ, паллах. Акӑ вӑл "Юратнипе вилмеҫҫӗ" спектакльти Виветта.
Пултарулӑх каҫӗнче Зайцевӑна ҫавра ҫул ячӗпе саламлама килнисем - культура министерстви те, регионти театр ӗҫченӗсен союзӗ те, куллен сцена ҫине пӗрле тухакансем те, ҫывӑх тӑванӗсемпе ҫемйи те, ентешӗсем те - Александра Николаевна талантлӑ, ҫутӑ кӑмӑллӑ та ӗҫчен, кирек кама та ялан пулӑшма хатӗр артист пулнине палӑртрӗҫ. Пултарулӑх ҫулне пӗрле утса тухнисен асилсе каламалли нумай.
Театрта халь чи аслӑ та сумлӑ артист - Нина Яковлева, Александра Зайцева унпа юнашар чылай спектакльте вылянӑшӑн телейлӗ туять. Юбилей каҫӗнче Александра Николаевна "Карчӑксем качча каяҫҫӗ" камитре Алтатти сӑнарӗнче тухрӗ.
Пурнӑҫра Александра хӑй миҫерине пытармасть: паянхи кун та хӗр пек харсӑр, пӑрчӑкан пек йӑрӑ артист 65 ҫул тултарчӗ. Театрта ун валли яланах роль пур. Малашне те драматургсем вӑл мӗн пултарасса асра тытса пьесӑсем ҫырӗҫ.
Марина Карягина, Виктор Степанов








