Союзра тӑракансенчен чылайӑшӗ хӑйсем те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. Вӗсем тӑшманпа куҫа-куҫӑн тӑрса кӗрешесси мӗнне аван пӗлеҫҫӗ. Салтаксем ентешсенчен мӗнле пулӑшу кӗтнине те никамран ытла ӑнланаҫҫӗ. Пӗрлехи вӑйпа пуҫтарнӑ гуманитари пулӑшӑвӗн чӗркемӗсенче - салтаксене чи кирли: апат-ҫимӗҫ, кӗпе-йӗм, эмелсем, тӗрлӗ инструментсем тата автомобиль валли хӗллехи шинӑсемпе саппас пайсем. Тиеве ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем патне леҫекенсене Пётр протоиерей пил пачӗ.
Марина Карягина, Елена Михайлова, Виктор Степанов