Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ, Шупашкарта пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Михаил Сорокин 101 ҫул тултарчӗ

Михаил Сорокин Вӑрмар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ тухсан Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ. Унтан ҫар ретне тӑнӑ, ҫапӑҫусенче темиҫе хут та аманнӑ.

Михаил Григорьевич ҫулне кура мар хастар та вашават. Ветерансен союзӗнче тӑнӑ май, общество пурнӑҫне те хутшӑнать вӑл. Шкул ачисемпе, студентсемпе тӗл пулать. Иртнӗ уйӑхра суйлава та хӑй тӗлленех кайса килнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Шупашкарти травматологи службине йӗркелесе ярса 50 ҫул сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшнӑ. Михаил Григорьевича 101 ҫул тултарнӑ ятпа эпир те ӑшшӑн саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.