Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Михаил Сорокин 100 ҫул тултарчӗ

Салам сӑмахӗсене юбиляр Республика Пуҫлӑхӗнчен Олег Николаевран йышӑнчӗ. - Михаил Григорьевича унӑн тӳсӗмлӗхӗшӗн, вӑй-хавалӗшӗн, хастарлӑхӗшӗн, пире мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗшӗн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп, - тенӗ регион ертӳҫи хӑйӗн телеграм-каналӗнче. 

Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ Михаил Сорокинӑн хӑйне саламлама ҫитнӗ хӑнасене каласа кӑтартмалли пайтах. Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Эҫпепере ҫуралса ӳснӗ вӑл. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне 16-ра пулнӑ. 

Канашри педагогика техникумӗнче вӗренекен ҫамрӑка хӳтӗлев чикки чавма янӑ. 1943-мӗш ҫулта ӑна салтак ячӗ тухнӑ. Малтанах Тӗп, унтан Беларуҫпе Прибалтика фрончӗсенче тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Ржев, Рига, Данцинг, Штеттин тата Кёнигсберг хулисене ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенчен пӗринче Михаил Сорокина фашистсен снарячӗ ҫаклатнӑ. Госпитальте сипленнӗ вӑхӑтра йывӑр сурансене пула асапланакан чылай красноармееца курнӑ вӑл. Ҫавӑн чухне ҫуралнӑ та унӑн тухтӑр пулас шухӑш. 

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Михаил Григорьевич Хусанти медицина институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ленинградра травматологипе ортопеди ординатуринче вӗреннӗ. Шупашкара таврӑнсан 1-мӗш хула больницинче хирург пулса тӑрӑшнӑ. Михаил Сорокин Чӑваш Енре травматологи ӗҫне йӗркелесе янӑ тухтӑр. Унӑн пуҫарӑвӗпе талӑкӗпе ӗҫлекен уйрӑм уҫӑлнӑ. Унта республикӑри тӗрлӗ ял-хулара пурӑнакансене те йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл тӑрӑшнипе Чӑваш патшалӑх университетӗнче травматологи кафедрине йӗркеленӗ. Республикӑри медицина аталанӑвӗнче Михаил Григорьевич тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсене хӑйӗн опытне парса пынӑ. 

Михаил Григорьевич - Раҫҫей сывлӑх сыхлавӗн ӗҫ отличникӗ, "Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн", "Кенигсберга илнӗшӗн" медальсене тивӗҫнӗ. Ытти награда та чылай. Кӑҫал ветерана "Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ" ят парса чысланӑ. Михаил Сорокин икӗ ывӑл ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӑл ултӑ мӑнукӗпе тата вӗсен 7 ачипе савӑнса пурӑнать. 

Екатерина Фомина, Борис Андреев