Чӑваш Республикин делегацийӗ шефа илнӗ Бердянск районӗнче пулчӗ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хушӑвӗпе Сергей Артамонов премьер-министр ертсе пынӑ Чӑваш Ен делегацийӗ ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсене, Раҫҫей йышне кӗнӗ ҫӗнӗ регионсене ҫитсе курнӑ. Паллах, инҫе ҫула тухма республикӑра пурӑнакансем гуманитари пулӑшӑвӗ, ҫырусем ҫырса хатӗрленӗ. 

Чӑваш Енре хӑйсен тивӗҫне ятарлӑ ҫар операцийӗнче пурнӑҫлакан хӳтӗлевҫӗсем тӗлӗшпе 50 ытла пулӑшу меслечӗ йышӑннӑ. Вӑл шутран 37-шӗ - регион шайӗнчисем. Ҫитменнине салтаксемпе тӳрремӗн курса сӳтсе явас тӗлӗшпе регион ертӳҫи ҫар чаҫӗсене час-час тухса ҫӳреме тӗллев лартнӑ. Чӑваш делегацийӗ пилотсӑр вӗҫекен система батальонӗнче сыхӑ тӑракансене УАЗ автомашинӑпа фронтра кирлӗ ытти хатӗрсем ҫитерсе панӑ. Артиллери полкне микроавтобус уҫҫи парса ӑнӑҫу сунчӗҫ. Сӑмах май, 292-мӗш артиллери полкӗн командирӗн ҫумӗ - пирӗн ентеш Владимир Тихонов.

Ҫавӑн пекех Сергей Артамонов хамӑр хӳтӗлевҫӗсене Республика Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ. Маларах Олег Николаев алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн Андрей Буйлов Раҫҫей Геройне "Чӑваш Енӗн Хисеплӗ гражданинӗ" паллӑпа хисеп турӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер хӑйӗн пурнӑҫне ҫар ҫыннин кун-ҫулӗпе ҫыхӑнтарнӑ, паян вӑл хӑйӗн тивӗҫне фронтӑн уйрӑмах хӑрушӑ вырӑнӗсенче пурнӑҫлать. Пирӗн республика 3-мӗш ҫул хӑй хӳттине илнӗ Бердянск тӑрӑхне тӗрлӗ енлӗн хӑват парать. Гуманитари пулӑшӑвӗ леҫсех тӑнисӗр пуҫне ҫурт-йӗр фондне йӗркене кӗртеҫҫӗ, социаллӑ объектсене юсаҫҫӗ. Котельнӑйсене, шыв башнисене, пӗр шкула ҫӗнетнӗ. Халӗ ӗҫлекен объектсем - Осипенко, Берестовое, Андреевка ялӗсенчи культура ҫурчӗсем. Пирӗн делегаци вырӑнти Правительство пайташӗсемпе пӗрле лару-тӑрупа паллашрӗ, малашнехи ӗҫе епле йӗркелесси пирки килӗшсе татӑлчӗҫ. 

Алиса Александрова, Дмитрий Ковалев, Павел Иритков