Чӑваш радио Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче те ӗҫлеме чарӑнман. 1941-мӗш ҫул тӗлне республикӑра 19 пине яхӑн радио точка шутланнӑ. Ун чухне вӑл информацие хӑвӑрт ҫитермелли майсенчен пӗри пулнӑ. Фронтри хыпарсене, тылри ентешсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки тӳрӗ эфирта пӗлтерсе тӑнӑ, ҫавӑн пекех паттӑр салтаксемпе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне концертсемпе спектакльсем янӑранӑ. 1943-мӗш ҫулта Радио комитечӗ ҫумӗнче ансамбль те йӗркеленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш радиора ӗҫлекенсем те вӑрҫӑ ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ. Вӗсен йышӗнче Серафима Ефимова, Илья Степанов, Юрий Илюхин, Павел Крысин тата ыттисем те.
Диана Иванова, Елена Буинцева