Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем ҫӗнӗ сезон концертне хатӗрленеҫҫӗ

Республика ӳнерӗн аталанăвĕнче пултарулӑх ушкӑнӗн пӗлтерешӗ ҫав тери пысӑк. Чӑваш юрри-ташшипе куракан питĕ кӑсӑкланать.

«Кӑҫалхи репертуара коллектив "Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне" халалласа хатӗрлерĕ», - тет ансамблӗн пултарулӑх ертӳҫи Кирилл Кассович. Программӑра ҫӗнӗ юрӑ-ташӑ сахал мар. Ушкӑнра ҫамрӑксем чылаййăн. Концерт никĕсĕнче - чӑваш классикӗсен ярӑмӗсем. Ӑна хатӗрлекенсем яланхи пекех йӗркене пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗччен юрлакан юрӑҫсем, вокал ансамблӗсем хальхи композиторсен юррисене те шӑрантараҫҫӗ. Ташӑсенчен Анатолий Музыкантов лартнă "Ял ҫамрӑкӗсем" ятли илемлӗ те хавхалануллӑ курӑнать. Концерт Филармони керменӗнче чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулать. 

Александр Осипов, Димитрий Макаров