Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чиркӳ ӳнерӗн куравӗ уҫӑлчӗ

Ӑна Александр Невский ҫветтуй кнеҫ ҫуралнӑранпа 800 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курав 40 ӳнерҫе пӗрлештернӗ. Вӗсен сӑваплӑ тивӗҫӗ - Турра мухтасси. Экспозицие йӗркелекенсем пӗр ҫӗре 150 ӗҫ пуҫтарма пултарнӑ. 

Куравра тӗрлӗ ӗҫпе паллашма пулать. Вӗсене бронзӑран, чулран, гипсран, тӑмран тата ытти материалтан ӑсталанӑ. Хӑшӗ-пӗрне нумай пулмасть хатӗрленӗ пулсан, теприсем темиҫе ӗмӗр упранаҫҫӗ. Вӗсене маҫтӑрсем юсаса ҫӗнӗ пурнӑҫ парнеленӗ. Кунта турӑшсене те курма пулать. Вӗсен йышӗнче вӗтӗ шӑрҫапа илемлетнисем те, тӗрленисем те пур. Хӑш-пӗр экспоната Ӳнер музейӗпе юнашар ҫӗкленекен Сергий Радонежский чиркӗвӗ валли ятарласа хатӗрленӗ. Сӑмахран, Турӑ ҫурчӗн никӗсне янӑ вӑхӑтра ӳкернӗ турӑша. Ӳнерҫӗсем ӗҫе тытӑнас умӗн пурте пехил илеҫҫӗ. Кунта кашни куракан мӗн те пулин хӑйне кӑсӑклантарнине тупма пултарать. Курав ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшчен ӗҫлет.

Надежда Александрова, Зинаида Паршагина, Святослав Петров