Чӑваш патшалӑх университечӗн 6-мӗш общежити ҫурчӗ тӗпрен ҫӗнелет 

Юсав вӑхӑтӗнче студентсене ытти общежитисене куҫарнӑ. Апла пулин те ӗҫ мӗнле пынипе вӗсем кӑсӑклансах тӑраҫҫӗ, ятарлӑ сӑнав штабне те йӗркеленӗ. 

Кӑҫал ҫӗршыври студентсен общежитисене ҫӗнетме федераци хыснинче 3 миллард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн 6-мӗш общежитине юсама - 25 миллион тенкӗ. Ҫуртӑн пӗр пайне пӗлтӗр йӗркене кӗртнӗ, халӗ унта ҫутӑ та хӑтлӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра общежитин тепӗр пайӗ те  ҫӗнелӗ. Юсав ӗҫӗсене рабочисем вӑхӑтрах - ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтересшӗн. 

Вероника Павлова, Виктор Степанов