Университетшӑн ҫак фестиваль - пысӑк та кӗтнӗ пулӑм. Уява аслӑ шкулта ҫулталӑкӗпех кӗтеҫҫӗ, пысӑк яваплӑхпа тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Студентсемпе педагогсемшӗн уйрӑмах хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ тапхӑр. Фестиваль тӗлне номерсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫи-пуҫ ҫӗлеҫҫӗ. Концерт залӗ тулли тӑванӗсемпе юлташӗсем.
Аслӑ шкулти факультетсен пултаруллӑ студенчӗсем хальхинче чӑваш, вырӑс, тутар, мӑкшӑ, чикан, коми, якут йӑли-йӗркипе культурине кӑтартса пачӗҫ. Паллах, юмах-халап, уявсем, юрӑ-ташӑ урлӑ.
7 факультетран кашнин программи 15 минут пырать. Ҫулленех фестивале Конституци кунӗ умӗн ирттереҫҫӗ. Уяв пӗр университетра вӗренекен тӗрлӗ наци ҫынни хушшинчи туслӑха татах та ҫирӗплетет, пӗр-пӗрин культурипе, хӑйнеевӗрлӗхӗпе тӗплӗнрех паллашма май парать. Пирӗн ҫӗршыв, республика расна чӗлхепе калаҫакан халӑхсемшӗн тӑван кил пек хаклӑ та ҫывӑх пулнине кашни туять.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров