Виҫӗ теҫетке ҫул пӗр чарӑнмасӑр Республика аталанӑвӗн ҫулне хывса халӑхӑн пуласлӑхне палӑртать. Ҫак сахал мар вӑхӑтра Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Енри кашни ҫынна тӗрев паракан влаҫ тытӑмӗ пулса тӑчӗ. Иртнӗ 30 ҫулта депутатсем 2 пин те 200 саккун проекчӗ йышӑннӑ. Кашнийӗ экономика аталанӑвӗпе халӑх тӑнӑҫлӑхӗшӗн ӗҫлет. Сумлӑ влаҫ тытӑмӗ малтанах Трактор завочӗпе ҫӑмӑл промышленнӑҫ предприятийӗсене ҫӑлса хӑварас тӗлӗшпе умлӑ-хыҫлӑ ҫивӗч ыйтусем хускатнӑ, эрех-сӑрапа пирус тавраш рекламине чарма ыйтнӑ. Пӗрремӗш созыврах вӗсем ҫине тӑрса Чӑваш Ен патшалӑх символӗсене ҫирӗплетме пултарнӑ, Республика кунне палӑртса халӑха пысӑк уяв парнеленӗ. Ҫӑмӑл мар вӑхӑтрах депутатсем ҫӗнӗ Конституци йышӑннӑ. Ҫак йывӑр ӗҫ 6 ҫула тӑсӑлнӑ. Ҫапла майпа ҫӗнӗ ӗмӗре чӑваш халӑхӗ ҫӗнетнӗ Тӗп саккунпа кӗнӗ.
Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш пухури депутатсем ҫине-ҫинех ҫурт-йӗр хӑпартассипе социаллӑ политика, хаксемпе тарифсем, финанс, ипотека, ял хуҫалӑхӗпе ҫут ҫанталӑк, наукӑра ӗҫлекенсемпе ҫамрӑксен ыйтӑвӗсене ҫӗкленӗ. Тӑван чӗлхене патшалӑх чӗлхипе танлаштарса вӗренӳпе культура тытӑмӗсене аталантарнӑ. Малаллахи созывсем республикӑри ялсене газ кӗртессипе, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тытӑмӗсене аталантарассипе, спорт керменӗсем тӑвассипе тухӑҫлӑ ӗҫленӗ, коррупцие хирӗҫ кӗрешессине тӗпе хунӑ. Унтан тӗрлӗ парти депутачӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса пуҫласа ҫын тата ача прависемпе ӗҫлекен, ҫавӑн пекех усламҫӑсен ирӗкне хӳтӗлекен уполномоченнӑйсене суйланӑ. Амӑш капиталӗпе пӗр хут паракан пособи, ача усрава илекенсем пирки саккунсем йышӑннӑ, хваттер туянас шухӑшпа пая кӗрсе улталаннисене хӳтӗлеме пуҫланӑ. Унтан ҫемьесене тӗрев парассипе социаллӑ экономика аталанӑвӗн 2035-мӗш ҫулчченхи йӗркине йышӑннӑ. Ӑна пурнӑҫлама пӗр триллион та 900 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Вӑл шутра 800 миллиард тенкӗ - республика хыснинчен. Иртнӗ ҫулсенче Патшалӑх Канашӗ ялсенче ҫӗнӗ ФАПсем тӑвассипе, ҫӳп-ҫап тирпейлессипе тата ытти ҫивӗч ыйтупа ӑнӑҫлӑ тӑрӑшнӑ. Пандемине пӑхмасӑр волонтерсен юхӑмӗпе, ҫамрӑксемпе пӗрле медицинӑра ӗҫлекенсене, йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене пулӑшу панӑ. Халӗ парламентарире 6 парти депутачӗсем килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ, ҫамрӑксен ыйтӑвӗсене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Уява пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.
Сцена ҫине тӗрлӗ регионти саккунсем кӑларакан органсен ертӳҫисем, Федераци пухӑвӗн пайташӗсемпе Патшалӑх Думин депутачӗсем, Чӑваш Республикин пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров тата ытти хаклӑ хӑнасем тухрӗҫ. Депутатсене, Патшалӑх Канашӗн хальхи ертӳҫине Леонид Черкесова хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Уявра парламентари ветеранӗсене те чыс турӗҫ. Ҫавӑн пекех патшалӑх Канашӗн 30 ҫулне халалланӑ журналистсен конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Телевидени кӑларӑмӗсен йышӗнче иккӗмӗш степеньлӗ диплома пирӗн ӗҫтеш Алексей Енейкин корреспондент тивӗҫрӗ. Чӑваш радион пултарулӑх ушкӑнӗ вара хӑйсен ушкӑнӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.
Оксана Верликова, Сергей Емельянов