Парламент пайташӗсем ӑна мӗнле хак пани пирки Екатерина Фомина сюжетӗнче.
Правительствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетме Олег Николаева сехет ытла кирлӗ пулчӗ. Лару пуҫланиччен депутатсене ятарлӑ куар-код валеҫрӗҫ. Ун тӑрӑх вӗсем электронлӑ майпа пухса хатӗрленӗ кӑтартусене тишкерме пултарчӗҫ. Пӗлтӗр бюджет тупӑшӗ пӗрремӗш хут 100 миллиард тенкӗрен иртнӗ. Регион хӑй те укҫа ытларах ӗҫлесе илме пуҫланӑ. Ку вӑл пӗлтерӗшлӗ ӳсӗм пулнине палӑртрӗ республика ертӳҫи. Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе Чӑваш Ен наци проекчӗсене тӗпе хурса ӗҫлет. Сывлӑх сыхлавне аталантарма иртнӗ ҫул пурӗ 29 миллиард ҫурӑ тенкӗ усӑ курнӑ. Укҫапа фельдшерпа акушер пункчӗсем, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗсем - пурӗ 53 медицина объекчӗ тунӑ. Вӑхӑтра хута ярайманнисем те пур.
Ҫав вӑхӑтрах сывлӑх сыхлавӗ валли специалистсем хатӗрлес ыйту ҫаплипех ҫивӗч. "Вӗренӳ" наци проекчӗпе те республикӑра нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ: пӗлӳ ҫурчӗсене юсаҫҫӗ, пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетеҫҫӗ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ. Ачасене икӗ сменӑпа вӗрентессине пӑрахӑҫлас тесен тӗп хулара тата тепӗр 4 ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ кирлӗ. Экономикӑпа промышленноҫ, ҫурт-йӗр тӑвассин кӑтартӑвӗсем ӳссе пыраҫҫӗ. Уйрӑмах ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ҫитӗнӗвӗсем савӑнтараҫҫӗ. Пӗлтӗр 975 пин тонна тӗш тырӑ кӗртсе хунӑ кӗлете. Ҫӗр улми, пахча-ҫимӗҫ тухӑҫлӑхӗ те пысӑк.
Юхӑннӑ ҫуртсенче пурӑнакансен, тӑлӑх ачасен, пая кӗрсе улталаннисен, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе тӑрӑшнине те палӑртрӗ Олег Николаев. Пӗлтӗр 38 салтак тата ҫывӑх ҫыннисен пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатнӑ. Кӑҫал та вӗсене тимлӗхсӗр хӑвармӗҫ. Тӗпрен илсен, Правительствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫне депутатсем ырларӗҫ, пӗр-пӗрин шухӑшне шута илни паха, - терӗҫ вӗсем.
Кӑҫалтан Чӑваш Ен тата тепӗр наци проектне хутшӑнассине пӗлтерчӗ Олег Николаев. "Пилотсӑр авиаци тытӑмӗ" ятлӑ вӑл. Ӑна пурнӑҫа кӗртес ӗҫе Дмитрий Краснов вице-премьер асӑрхаса тӑрӗ.
Екатерина Фомина, Андрей Шоклев, Виктор Степанов