Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче вӗрентекенсене халалласа документсен куравӗ уҫӑлчӗ

2023-мӗш ҫула Раҫҫейре Вӗрентекен тата наставник ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫак ырӑ шухӑша малалла тӑсса Чӑваш Енре ӑна Телейлӗ ачалӑха халаллама палӑртнӑ. Вӗренӳ, культура учрежденийӗсенче пӗлӳ паракансене, ертсе пыракансене, ачасене пысӑк тимлӗх уйӑрма тӗллевленӗ ҫулталӑкри ӗҫ-пуҫ программи пуян та анлӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче, сӑмахран, документсен куравӗ уҫӑлчӗ. 

Хамӑр тӑрӑхра пӗлӳ парас ӗҫ еплерех аталанса пынине, шкулсем ҫӗкленнине, вӗрентекенсем мӗнле ҫитӗнӳсемпе палӑрнине куравра пур енлӗн уҫӑмлатнӑ. Паллашмалӑх мухтавлӑ педагогсен харпӑр хӑй докуменчӗсем, ал ҫырӑвӗсем, ытти материал пур. "Иртнисӗр малашлӑх ҫук", - тенине тӗпе хурса ҫитӗнекен ӑрӑва та паянхи вӗренӳ йӗркин никӗсне хывакансен кун-ҫулӗпе тӗплӗн паллаштарас тенӗ. 

"Пирӗн архив - паха та пуян. Ҫавӑнпа та пирвайхи тивӗҫӗмӗр те тӗллев - ӑна халӑха, ҫамрӑксене кӑтартасси, кӑсӑклантарасси", - тет Чӑваш патшалӑх истори архивӗн пуҫлӑхӗ Галина Ертмакова. Мухтавлӑ педагогсем хӑйсен докуменчӗсене шанчӑклӑ управӑша парнелени те савӑнтарать архивра ӗҫлекенсене.

Куравра телейлӗ ачалӑха халаланнӑ кӗтес те вырӑн тупнӑ. Унта шӑпӑрлансем сатикри, шкулти, пионер лагерӗсенче каннӑ самантсем, ял хуҫалӑх ӗҫӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксем. Экспозицие архив докуменчӗсемпе паллаштарас тӗллевпе кӑна мар, Чӑваш Енре халӑха пӗлӳ парас ӗҫ историйӗпе куракансене кӑсӑклантарас тесе, педагог профессийӗн пӗлтерӗшӗпе сумне татах та ӳстерес шухӑшпа йӗркеленӗ.

Алиса Александрова, Андрей Шоклев