Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче ҫемье сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче - чи пӗлтерӗшли. Ҫак куна халалласа Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче кӑсӑклӑ курав хатӗрленӗ. Унпа малтанах учрежденире ӗҫлекенсен ачисем паллашма пултарчӗҫ. 

Архивра хӑнасене ырӑ сунса кӗтсе илчӗҫ. Ҫамрӑксемшӗн ҫакӑн пек тӗл пулусем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Ачасем кашни сӑнӳкерчӗке тимлӗ сӑнарӗҫ, нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ. Ӑруран-ӑрӑва куҫса пынӑ сӑнӳкерчӗксем мӑн асаттесемпе асаннесен кун-ҫулӗ епле пулнине, вӑсем мӗнлерех йӑла-йӗркене пӑхӑннине уҫҫӑмӑн сӑнлаҫҫӗ. Хальхи пурнӑҫпа танлаштарса пӗтӗмлетӳсем тума уйрӑмӑх интереслӗ пулчӗ ачасене. 

Архива Валерий Кадеев тавра пӗлӳҫӗ те пуян материал ҫитернӗ. Вӑл паллӑ вӗрентекен, Чӑваш Республикин писательсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Валерий Титович Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнче "Патриот" музей никӗсленӗ, хӑйех ертсе пырать. Темиҫе кӗнеке авторӗ. Вӑл ачасене хӑйӗн ӗҫӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, ҫемье историне пӗлни ӑна ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртрӗ. 

Курав уйӑхӗпех ӗҫлет. Экспозиципе паллашас текенсене ӗҫ кунӗсенче хапӑл тӑваҫҫӗ. Тӗл пулу вара Атӑл тӑрӑх  караппа ярӑннипе вӗҫленчӗ.

Ксения Потапова, Виктор Степанов