Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче "Алексей Кокель в паутине историографического мифа" кӗнекене пахаларӗҫ 

Авторӗ - Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Валерий Макаревский. Унта вӑл художникӑн кун-ҫулне пач урӑхла ҫутатнӑ, Кокель пирки унччен ҫырнине хирӗҫленӗ. 

Алексей Кокель ӳнер профессорӗ ята тивӗҫнӗ пӗрремӗш чӑваш. Ҫавӑнпа ӑна тивӗҫлипех профессиллӗ чӑваш ӳнерне пуҫарса яраканӗ теҫҫӗ. Вӑл Харьковри художество институтне йӗркеленисен йышӗнче. Унӑн пӗрремӗш ректорӗ. Ҫавӑн пек сумлӑ ӗҫсем тунӑ ентешпе республикӑра чӑннипех те мӑнаҫланаҫҫӗ. 14 ҫул ӗнтӗ Кокель ҫуралса ӳснӗ Патӑрьел районӗнчи Турханта пленэр ирттереҫҫӗ. Ялта ҫавӑн пекех ӳнерҫӗн пурнӑҫӗпе паллаштаракан пуян музей йӗркеленӗ. 

Автор Мускаври архивсенче нумай документ тӗпченӗ. Халиччен никам пӗлменнине шыраса тупнӑ. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров, Виктор Степанов