"Ҫӗнтерӗве ҫывхартса ҫуркунне утать". Ҫапла савӑнӑҫлӑ ятпа Чӑваш патшалӑх истори архивӗ акци каҫне уҫрӗ. Кӑҫал ӑна пӗтӗмпех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Залсенче вӑрҫӑпа тылри паттӑрлӑха сӑнлакан документсемпе сӑнӳкерчӗксем, ытти кӑсӑклӑ япала чылай. Ҫак фотографире сӑмахран, Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ чух тунӑ Етӗрне кӗперӗ курӑнать. Кунтах Леонид Агаков фронтовик-ҫыравҫӑ ҫарти юлташӗсемпе пӗрле тунӑ сӑнӳкерчӗкпе паллашма пулать. Ҫак кадрта вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ленинградран Чӑваш Ене илсе килнӗ ачасен хурлӑхлӑ сӑнӗсем курӑнаҫҫӗ. Архив каҫӗнчи уйрӑмах тыткӑнлакан самант - виҫкӗтеслӗ ҫырусем. Иртнӗ ҫул архив ӗҫченӗсем ятарлӑ акци пуҫарса халӑхран пухнӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫырусен фондне те хатӗрленӗ.
Архив каҫӗсем вара яланах парнесемпе асра юлаҫҫӗ. Акцие хутшӑнакансем кунта хӑйсен ҫемйисенче упраннӑ докуменчӗсене килсе параҫҫӗ. Хальхинче те ҫапла майпа аваллӑх управӑшне 3 фонд хушӑнчӗ. Пӗринче ҫеҫ 60 ытла вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫыру.
Шӑп ҫак кун кӗмӗл волонтерсем те ҫӗршывӗпех иртекен "Хӗрлӗ гвоздика" акцине пуҫарса ячӗҫ. Унӑн пӗлтерӗшӗ ветерансен кун-ҫулне ҫӑмӑллатассинче уйрӑмах палӑрма тивӗҫ. Ҫак пуҫарӑва истори архивӗ те иккӗмӗш ҫул коллективпа хутшӑнать.
Архив каҫӗнче яланхиллех хӑнасемпе тӗрлӗрен ӑсталӑх сехечӗсем, вӑйӑсем ирттерчӗҫ. Авалхи пурлӑха мӗнле упранине тата ҫӗнетнине, цифрӑна куҫарнине кӑтартрӗҫ. Специалистсем килен-каян паракан кашни ыйтӑва тулли хурав пачӗҫ.
Алексей Енейкин, Михаил Солин