Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артистне Вера Кузьминана аса илчӗҫ

Театрта "Ҫулталӑк сансӑр" ятпа асӑну каҫӗ иртрӗ. Сцена ăстин чĕри пӗлтӗрхи юпа уйăхӗн 22-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. 

Вера Кузьмина чӑваш театрӗн историйӗнче тарӑн та ҫутӑ йӗр хӑварнӑ. Ун ятне Чăваш АССР-ĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ, вăл – республикăн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççейри театрсен „Ылтăн маска“ наци премийĕн лауреачĕ. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Вера Кузьминична Кузьминасӑр театр килӗ пушанса юлнине палӑртрӗ. 

Оксана Верликова, Леонид Петров