Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче Николай Кириллов профессор ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ

Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин аслӑ шкулӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Кириллов профессор ял хуҫалӑх специалисчӗсене хатӗрлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. 

Николай Кириллов ячӗ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ял хуҫалӑх специалисчӗсене хатӗрлекен аслӑ шкула вӑл 21 ҫул ертсе пынӑ. Ҫак хушӑра вӗренӳ учрежденийӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ: ҫӗнӗ корпуссем ҫӗкленнӗ, факультетсем уҫӑлнӑ. 1995-мӗш ҫулта ял хуҫалӑх институчӗ академи ятне илнӗ. Николай Кириллов икӗ ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, ҫывӑх тӑванӗсемпе юлташӗсем ӑна паян та ырӑ сӑмахпа кӑна аса илеҫҫӗ. 

Николай Кириллов Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче 1948 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑрнарти зооветеринари техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтан Хусанти патшалӑх ветеринари институтӗнче ӑс пухнӑ. Малтан Пӑрачкав районӗнчи "Красный Октябрь" совхозра ветеринарта тӑрӑшнӑ. 1980-мӗш ҫултанпа ял хуҫалӑх институтӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ: анатомипе физиологи кафедрин доценчӗ, зооинженери факультечӗн деканӗ, вӗренӳ пайӗн проректорӗ пулнӑ. Николай Кириллович ветеринари тата биологи ӑслӑлӑхӗсен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл 320 наука ӗҫӗн тата 36 монографи авторӗ. Ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн чылай сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ. "Пур енӗпе те хастар пулнӑ, чунне парса ӗҫленӗ, студентсене тивӗҫлӗ пӗлӳ парас тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ," - палӑртрӗҫ асӑну хӑмине уҫма пухӑннисем. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та Николай Кириллов юратнӑ ӗҫне тӑтӑшах килсе ҫӳренӗ, студентсемпе тӗл пулусем ирттернӗ. Ҫирӗпленнӗ йӑласене Аграри университетӗнче паян та тытса пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑх ветеранӗсемпе кунта тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ. Хальхинче те пӗрле ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, тӗллевсене палӑртрӗҫ. 

 


Елена Дмитриева, Сергей Емельянов.