Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче кунтан вӗренсе тухнисен тӗлпулӑвӗ иртрӗ

Хальхинче ял хуҫалӑх механизаци факультетӗнчен 45 ҫул каялла вӗренсе тухнисем курнӑҫрӗҫ. Ун чухне аслӑ шкул Ял хуҫалӑх институчӗ ятпа ӗҫленӗ. 

Тӗл пулӑва тахҫан аслӑ шкулта пӗрле пӗлӳ пухнисем йышлӑ пухӑнчӗҫ. 1977-мӗш ҫулта факультетран 120 ытла ҫамрӑк вӗренсе тухнӑ. Алла илнӗ диплом вӗсене малашлӑха ҫул уҫса панӑ. Пурте хӑйсен профессипе тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем ҫитменрен, вӗсене направленипе ку е вӑл ҫӗре янӑ. Пулас инженерсемпе механиксене аслӑ шкулта пӗлӳ панӑ 4 вӗрентекен килнӗ тӗлпулӑва. Ирина Аквильянова ҫамрӑксене математика вӗрентнӗ. Студентсем тӑрӑшуллӑ, хастр та малӗмӗтлӗ пулнине аса илчӗ. Вӗсем пурнӑҫра хӑйсене тупма пултарнишӗн савӑннине пӗлтерчӗ. 1977-мӗш ҫулта вӗренсе тухнӑскерсем халь тивӗҫлӗ канура. Тӗлпулӑва 34-ӑн пухӑнчӗҫ. Чылайӑшӗ уява мӑшӑрӗсемпе килнӗ. 45 ҫул каяллахи студентсем ҫамрӑк чухнехи хаваслӑ пурнӑҫа аса илчӗҫ. 

Алена Артемкина, Юрий Васильев