Чӑваш наци музейӗнче мунча йӑли-йӗркине сӑнлакан курав йӗркеленӗ

Ӗлӗк мӗншӗн мунчана ҫуртран аяккарах лартнӑ? Пысӑк ӗҫ тӑвас умӗн чӑвашсем унта мӗнле йӑла-йӗрке ирттернӗ? Ийе чӑмланӑ тенине епле ӑнланмалла? Чӑваш наци музейӗ пирӗн несӗлсен пурнӑҫӗнчи мунча пӗлтерӗшӗ пирки курав йӗркеленӗ. 

Курав залне кӗнӗ-кӗмен мунча алӑкӗ леш енче ача йӗнӗ сасӑ тата Эпи карчӑк пиллени илтӗнет. Ҫемьери ҫӗнӗ чун, ҫӗнӗ ҫын та ҫак тӗнчене мунчара килнӗ. Чӑвашсен кун-ҫулӗнче ҫак вырӑн чӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. "Хутса кӗрсе ҫӑвӑнса тасалма кӑна усӑ курман ӑна", - теҫҫӗ экспозиципе паллаштаракансем. Кӑсӑкли, халиччен пӗлменни-чухламанни куравра темӗн чухлӗ. Мунча пирки каласа паракан курав Наци музейӗнче юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.

Алиса Александрова, Михаил Солин