Чӑваш наци конгресӗн хӗрарӑмсен комитечӗ Кӳкеҫри "Бичурин тата паянхи самана" музейра тӗлпулу ирттерчӗ 

Чаплӑ ентешӗмӗр, Раҫҫейри пӗрремӗш синолог ӗҫ-хӗлӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн пухӑннисем Вера Кузьмина СССР халӑх артисчӗ ҫинчен асилсе каласа пачӗҫ, Раиса Сарпипе Светлана Асамат Чӑваш халӑх сӑвӑҫисене сумларӗҫ. Раиса Васильева вӗт шӑрҫапа эрешлес ӑсталӑха вӗрентрӗ. 

Чӑваш хӗрарӑмӗсем наци конгресӗ ҫумӗнче уйрӑм ушкӑн йӗркеленин пӗлтерӗшӗ пысӑк-тӑр: халӑх пуласлӑхӗнче амӑшӗн вырӑнӗ нимпе танлаштарайми. Ҫитӗнекен ӑру тӑван чӗлхене пӗлсе ӳстӗр тесе чылай ӑмӑрту йӗркелеҫҫӗ комитет пайташӗсем. Чи малтан ларура Чӑваш наци конгресӗн ӗҫ-хӗлне "курӑмлӑ тӳпе хывнӑшӑн, чӑвашлӑха тата йӑла-йӗркене упрас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫленӗшӗн" ушкӑн пайташӗсене Тав ҫырӑвӗпе чысларӗҫ. Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи хӗрарӑмсен комитечӗ хӑй ҫине самай пысӑк яваплӑх илет, умне лартнӑ тӗллевӗсене вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртет.


Марина Карягина, Олег Цыпленков