Чӑваш кадет корпусӗнче уҫӑ алӑк кунӗ иртрӗ

Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗ ҫитес вӗренӳ ҫулне кунта ӑс пухма килекенсене йышӑнма хатӗрленет. Ҫак тӗллевпе уҫӑ алӑк кунне йӗркелерӗҫ. Унта пирӗн республикӑран тата ытти регионтан 400 яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. 

Хальхи вӑхӑтра кадет корпусӗнче 350 ытла ача пӗлӳ илет. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче кунта 200-е яхӑн ҫамрӑка хӑйсен ретне илме хатӗрленеҫҫӗ. Уҫӑ алӑк кунӗнче пулас ҫар ҫыннисене хатӗрлекен вӗренӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе кадет корпусӗн директорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Жуков паллаштарчӗ, ашшӗ-амӑшӗн ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Ку пӗлӳ учрежденийӗнче патриотла воспитани парассине, ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хатӗрлессине тӗп вырӑна хураҫҫӗ. Ҫакӑн валли кунта майсем ҫителӗклӗ. Кадетсем ҫулсерен республика, хула шайӗнчи ӗҫ-пуҫа хастар хутшӑнаҫҫӗ, вӗренӳре тата спортра пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑраҫҫӗ. Уҫӑ алӑк кунӗн программи анлӑ пулчӗ: абитуриентсем пултарулӑх лапамӗсене хутшӑнчӗҫ, вӗренмелли майсемпе тата кун йӗркипе ҫывӑхрах паллашрӗҫ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров