Хальхи вӑхӑтра кадет корпусӗнче 350 ытла ача пӗлӳ илет. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче кунта 200-е яхӑн ҫамрӑка хӑйсен ретне илме хатӗрленеҫҫӗ. Уҫӑ алӑк кунӗнче пулас ҫар ҫыннисене хатӗрлекен вӗренӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе кадет корпусӗн директорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Жуков паллаштарчӗ, ашшӗ-амӑшӗн ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Ку пӗлӳ учрежденийӗнче патриотла воспитани парассине, ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хатӗрлессине тӗп вырӑна хураҫҫӗ. Ҫакӑн валли кунта майсем ҫителӗклӗ. Кадетсем ҫулсерен республика, хула шайӗнчи ӗҫ-пуҫа хастар хутшӑнаҫҫӗ, вӗренӳре тата спортра пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑраҫҫӗ. Уҫӑ алӑк кунӗн программи анлӑ пулчӗ: абитуриентсем пултарулӑх лапамӗсене хутшӑнчӗҫ, вӗренмелли майсемпе тата кун йӗркипе ҫывӑхрах паллашрӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров