Пултарулӑх ҫулне суйлама Петр Клеметьева ачалӑхра чунне пырса тивнӗ пулӑм хавхалантарнӑ. Яла гастрольпе актерсем килсен канӑҫне ҫухатнӑ пулас артист, юлташӗсемпе пӗрле шкулта пукане театрӗ те йӗркеленӗ. Ҫутӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫлансан малтанах аслӑ ӗҫтешӗсенчен нумай вӗреннӗ, унтан хӑй те ҫамрӑксене пуканӗҫӗ ӑсталӑхне уҫса парассипе нумай тӑрӑшнӑ. Пӗрле ӗҫленисем каланӑ тӑрӑх, Турӑ пилленӗ актер выляттарнӑ чӗмсӗр актерсем малашне те сцена ҫинче пулӗҫ. Вӗсенче Чӑваш халӑх артисчӗн ырӑ ячӗ, манӑҫми сӑнарӗ пурӑнӗ.