Чӑваш халӑх артисчӗ Елена Иовлева ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать

Хальхи ӑру унӑн ролӗсемпе хавхаланса ҫитӗннӗ, пурнӑҫ кӑткӑсне вӗреннӗ. 70 ҫул тултаракан юбилярпа пирӗн корреспондент Александр Осипов тӗл пулчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хунӑ май Елена Иовлева гастрольсенче нумай ҫӳренӗ. Тем тесен те артистӑн ют ҫӗрти куракана тӗлӗнтерме пултармалла — ӑсталӑхпа та, хальхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсемпе те. Сцена ҫинче кун валли ҫитӗнсе пыракан каччӑсемпе хӗрсен сӑнарӗсене выляканӗсем кирлӗ. 33 ҫул ӗҫлесе Елена Иовлева арҫын ачасенчен пуҫласа ватӑ кинемейсем таран 140 яхӑн сӑнар калӑпланӑ. Кашниех чун ӑшӗнче вырӑн тупса панӑ. Ун пек артистсене «характерлӑ» теҫҫӗ. Артист пултарулӑхне Елена Иовлева мӗн ачаранах туртӑннӑ. Ашшӗ хут купӑс каланӑ, калӑнӑ кӑна мар купӑс тӑвакан маҫтӑрӗ пулнӑ. Турӑ панӑ таланта вӑл пурнӑҫпа килӗштерсе, режиссёрсемпе аслӑ юлташӗсенчен вӗренсе, хӑйӗн опычӗпе аталантарнӑ. Илемлӗхпе ӑсталӑха икӗ полюспа виҫет вӑл — хурлӑхлине вылясан ҫынран куҫҫуль кӑлармалла, кулӑшлине кӑтартсан куракансене хырӑм ыратиччен култармалла.

Александр Осипов, Виктор Степанов