Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне пӗтӗмлетрӗ

Пӗтӗм Тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа республикӑри театр деятелӗсен пӗрлешӗвӗ тӗрлӗ театрта ӗҫлекенсен тӗпренчӗкӗсене пуҫтарчӗ. Уяв туса панисӗр пуҫне "Манӑн аттепе анне - актерсем" ӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ, пултаруллӑ ҫамрӑк художниксене чысларӗҫ.

Конкурса артистсен, режиссерсен, ытти ӗҫченсен ачисемпе мӑнукӗсем валли кӑҫал пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Чӑваш Енри 6 театр та пултарулӑх ӑмӑртӑвне хастар хутшӑннӑ. Пурӗ ӳкерчӗксен хаклавне 30 ӗҫ ҫитнӗ. Конкурс комиссийӗн председательне, театр деятелӗсен Союзӗн ертӳҫине Сергей Павлова суйланӑ. Тӳресен ларӑвӗнче кашни ачан ӗҫне пӑхса тухса чи лайӑх 11 ӳкерчӗке палӑртнӑ. Киҫтӗк-кӑранташпа хут ҫине куҫарнӑ илеме кӑна мар, ӳкерчӗк хӑйнеевӗрлӗхне, автор тӑрӑшулӑхӗпе шухӑша уҫса панине тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче чысларӗҫ маттур ачасене. Ҫак кун никам та парнесӗр юлмарӗ.

Алиса Александрова, Николай Семенов