Ҫак хурлӑхлӑ йышра 35 пин чӑваш салтакӗ. Уйрӑмах Чӑваш Енре йӗркеленнӗ стрелоксен 139-мӗш дивизине палӑртмалла. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче вӑл калама ҫук пысӑк ҫухату тӳснӗ. Кунти уй-хир пӗтӗмпех салтаксен юнӗпе сӑрхӑннӑ. Ҫавӑнпах пулӗ, халӗ те кунти курӑк тӗттӗм сарӑ, шурӑ хурӑнсем хӗрлӗ тӗслӗ ӳсеҫҫӗ. Юханшывсем те юнпа хутшӑннӑ тейӗн. Сӑмах май, ҫак Кокша юханшывӗ хӗрринче 42-мӗш ҫулта нимӗҫсем чылай вӑхӑт ҫирӗпленсе тӑнӑ. Ялсене ҫӗмӗрсе ҫыран хӗрринче хӑйсене валли хӳтӗлев чиккисем тунӑ. Икӗ эрнене яхӑн тӑсӑлнӑ вахтӑра Чӑвашран пынӑ шырав ушкӑнӗсем пӗтӗмпе 20 ытла салтак шӑммисене ҫӗклерӗҫ. Халӗ вӗсенчен нумайӑшӗ ӗмӗрхи канлӗхне Ржеври тӑванла вил тӑпри ҫинче тупӗ.
Алексей Енейкин, Александр Семенов