Чӑваш Енри шкулсенче тӑрӑшакан чи лайӑх 5 класс ертӳҫине палӑртнӑ

Ӑмӑрту Шупашкарти 45-мӗш шкулта иртрӗ. Кӑҫал республика конкурсне Вӗрентекенпе наставник ҫулталӑкне халалланӑ. Унта тӗрлӗ муниципалитетри 16 класс ертӳҫи хутшӑннӑ. 

Конкурс йӗркипе класс ертӳҫисен икӗ тӗрӗслев витӗр тухма тиврӗ. Кашни вӗрентекен ачасемпе калаҫу ирттерчӗ. Унта паянхи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ҫавӑн пекех учитель пӗлтерӗшӗ пирки лекци вуларӗҫ. Конкурсӑн икӗ тӗрӗслевӗ те хӗрӳ иртрӗ. 

Класс ертӳҫисен яваплӑхӗ пысӑк. Вӗсен уроксенче вӗрентнисӗр пуҫне ачасене воспитани памалла. Педагогсен конкурсне учительсен ӑсталӑхне ӳстерес, хавхалантарас тата професси сумне ӳстерес тесе йӗркелеҫҫӗ. 

Ӑмӑртура кашни вӗрентекен хӑйӗн пултарулӑхне туллин кӑтартма тӑрӑшрӗ. Тӳресем конкурса тупӑшу тапхӑрӗсем иртнӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетрӗҫ. Мала тухнисен йышӗнче Улатӑрти 6-мӗш гимназире тӑрӑшакан Елена Ахметова, тӗп хулари 45-мӗш шкулта ӗҫлекен Александр Григорьев, Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗнче пӗлӳ паракан Ирина Флегонова, Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево шкулӗнчи Анна Вельдяева тата Шупашкарти сывлӑхӗ хавшак ачасен 3-мӗш пуҫламӑш шкулта пӗлӳ паракан Валентина Силантьева. Вӗсене сцена ҫинче пысӑк уяв йӗркелесе чыслӗҫ. Регион конкурсӗнчи тӗп ҫӗнтерӳҫӗн ятне те ун чухне пӗлтерӗҫ. 

Алена Артемкина, Людмила Майкова, Виктор Степанов