Чӑваш Енри шкул ачисене пулас профессие суйлама пулӑшаҫҫӗ

Ачасен техникумсемпе колледжсене ҫитсе унти специальноҫсемпе ҫывӑхрах паллашма май пур. Хальхинче вӗсене Шупашкарти апат-ҫимӗҫ технологийӗпе коммерци техникумӗнче йышӑнчӗҫ. 

Техникумра пӗр харӑсах темиҫе пултарулӑх лаптӑкӗ ӗҫлерӗ. Вӗсенчен пӗри-флористика мастерскойӗ. Ачасене ахаль чечек ҫыххи мар, пуян та илемлӗ композици пуҫтарма вӗрентрӗҫ. Ку вӑл хӑйне евӗр ӑсталӑх, кунта ятарлӑ пӗлӳ кирлӗ. Мӗнле чечексем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑнине, хӑш тӗсе суйламаллине тата ыттине те шута илмелле. Флорист ӗҫне  техникумра алла илме пулать, пурӗ 3 ҫул вӗренмелле. Техникум поварсене хатӗрлес енӗпе те хастар ӗҫлет. Профориентаци эрнине кашни кӗркунне тата ҫуркунне ирттереҫҫӗ. "Пуласлӑха - билет" федераци проекчӗ те 6-11 класс ачисемшӗн питӗ усӑллӑ. 

 

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Михаил Солин