Чӑваш Енри сахал тупӑшлӑ нумай ачаллӑ ҫемьесене тӗпренчӗкӗсене шкула хатӗрлеме укҫан пулӑшӗҫ

3 тата ытларах ача ӳстерекен ашшӗ-амӑшне республика бюджетӗнчен кашни валли 5-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ.

Пулӑшу пирки калакан Хушӑва регион ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Укҫа-тенке 7 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи шкул ачисемшӗн параҫҫӗ. 18-тисем тӗлӗшпе уйрӑм ҫирӗплетнӗ йӗрке пур. Тӳлеве тивӗҫес тесен ачан 2020-мӗш ҫулти кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен 18 тултармалла пулнӑ. Укҫана ҫемьери тупӑш регионти пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫерен сахалрах пулсан кӑна параҫҫӗ. Халӗ ҫак виҫе 9 пин те 285 тенкӗпе танлашать. 

 

Алиса Александрова, Ирина Ромадова, Никита Углев, Семен Антонов