Чӑваш Енри православи тӗнчи пысӑк ҫухату тӳсрӗ

Чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн, 77 ҫула кайса Михаил Иванов протоиерей пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.

Михаил атте Канаш хулинче ҫуралнӑ. Мускаври тӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, Турӑ ҫинчен вӗрентекен ӑслӑлӑх кандидачӗ пулнӑ. Ҫирӗм ҫула яхӑн Пӑрачкав районӗнчи Семеновское салинчи чиркӳре ӗҫленӗ, 30 ҫул Христос Чӗрӗлсе тӑна ятпа Шупашкарта лартнӑ чиркӳ настоятелӗ пулнӑ. 1995 ҫулта Шупашкарта тӗн училищи уҫсан, ӑна 20 ҫул ертсе пынӑ. Унтан вӗренсе тухнӑ вуншар священник халь хамӑр республикӑри тата ытти регионсенчи чиркӳсенче ӗҫлет. Михаил атте пулӑшнипе 1996 ҫулта Чӑваш телевиденийӗнче «Дорога к храму» кӑларӑм тухса тӑма пуҫланӑ, вӑл тӑрӑшнипех 2000 ҫулта республикӑра пӗрремӗш хут «Раштавӑн ыркӑмӑллӑх ёлкине» ирттернӗ. Ҫирӗм ҫул вӑл ҫак уява тата ачасен нумай-нумай фестивалӗсемпе конкурсӗсене йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ. Хисеплӗ священник Шалти ӗҫсен министерствин тата Федерацин миграци службин тытӑмӗнче ӗҫлекенсен, Чӑваш Енри православи офицерӗсен, Афган вӑрҫине хутшӑннӑ инвалидсен йышӗнче чӑн тӗн вӗрентӗвӗ енӗпе канашлуҫӑ пулнӑ. 

Михаил Иванов протоиерея Пукравпа Татиана чиркӗвӗнче кӗл туса юлашки ҫула ӑсатрӗҫ. Кӗлле Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ Высокопреосвященнейший Савватий пилленипе Канаш епархийӗн епископӗ Преосвященнейший Стефан йӗркелесе ертсе пычӗ. Юратнӑ пачӑшкӑпа сывпуллашма чиркӗве ҫӳрекенсем, унӑн вӗренекенӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, Чӑваш митрополийӗн священникӗсем нумайӑн пухӑнчӗҫ. 

Кӗл туса сывпуллашнӑ хыҫҫӑн Михаил Иванов протоиерея хулан Явӑш ялӗ ҫумӗнчи масарне, хисеплӗ ҫынсен Мухтав аллейине пытарчӗҫ. 

 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина