Чӑваш Енри Обществӑлла пулӑшу штабӗнче салтаксене халалланӑ экспозици уҫӑлчӗ

Паян Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ кун. Чӑваш Енри Обществӑлла пулӑшу штабӗнче салтаксене халалланӑ "Герой ашшӗ" курав уҫӑлчӗ. Ӑна "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондпа Патшалӑх Думи йӗркеленӗ. Малтанласа экспозицие Мускавра пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫнӑ. Халӗ ентешсен паттӑрла ӗҫӗ-хӗлӗпе хамӑр республикӑра та паллашма пулать. 

"Ахаль сӑнӳкерчӗк ҫын кӑмӑл-туйӑмне тарӑннӑн уҫса параймасть", - теҫҫӗ. Куравра пач урӑхла. Аллинче ывӑлӗсен портретне тытса тӑракан ашшӗсен куҫӗсенче ҫухату хурлӑхӗ те, ачипе мӑнаҫланни те палӑрать. Кашни регионтан - пӗрер салтак сӑнарӗ. Малтан курава ҫапла йӗркелеме шутланӑ. Шупашкара куҫсан вара экспозицие кӑштах пуянлатнӑ. Халӗ унта Раҫҫей Геройӗ ята вилнӗ хыҫҫӑн илнӗ 3 ентеш-салтак та пур. Вӗсенчен пӗри - Николай Петров аслӑ лейтенант. 

Куравра сӑнӳкерчӗксем кӑна мар, кашни салтакӑн - паттӑрлӑх историйӗ. 

Паттӑрсене сӑнран пӗлмелле, ҫавӑнпа та экспозицире сӑнсем хушӑнсах пырӗҫ. "Герой ашшӗ" курав республикӑри кашни округа ҫитсе ҫаврӑнмалла. Ҫавӑн пекех унӑн электрон версине Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче тата социаллӑ тытӑмра вырнаҫтарӗҫ. 

Алиса Александрова, Дарья Петрова, Виктор Степанов