Ӑсталӑх конкурсӗнче мала тухнисенчен кашни - хастар та пултаруллӑ. Пӗрисем ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тахҫантанпах, теприсем нумай пулмасть тӑрӑшма пуҫланӑ. Ҫамрӑк специалистсем валли "Педагогика дебючӗ" конкурс ирттереҫҫӗ. Воспитательсемпе психологсен, учитель-дефектологсен, социаллӑ педагогсен, методистсен, сусӑр ачасемпе ӗҫлекенсен тупӑшӑвӗ те кашни ҫулах пулать. Малтан - муниципалитет, унтан республика шайӗнче хӑйсене кӑтартаҫҫӗ. Куславкка тӑрӑхӗнчи Елчӗк шкулӗнче ӗҫлекен Людмила Новикова класс ертӳҫисен конкурсӗнче лауреат ята тивӗҫнӗ.
Чи ятлӑ-сумлӑ конкурссенчен пӗри - "Ҫулталӑк учителӗ". Ӑна республикӑра 1992-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисем Раҫҫей шайӗнче те пӗрре мар лауреат пулнӑ. 16 ҫул хушшинче 500 яхӑн вӗрентекен Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Кӑҫал хӑйсен ӑсталӑхне республикӑри 23 учитель кӑтартнӑ. Финал Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра иртнӗ. Тӳресем 5 лауреата палӑртнӑ. Вӑл йышра - Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими вӗрентекен Алевтина Алексеева. Ҫамрӑк педагог кӑткӑс темӑсене тишкернӗ чухне ӗҫе пуканесене явӑҫтарать.
"Ҫулталӑк учителӗ" ята кам тивӗҫнине паянхи кунчченех вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Ӑна Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтерчӗ.
Педагогика университетне пӗтернӗ Алевтина Алексеева Куславккари 3-мӗш шкулта 2022-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. "Ҫулталӑк учителӗ" Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн премине - 150 пин тенке тивӗҫрӗ. Кӗркунне унӑн республика чысне Раҫҫей конкурсӗнче хӳтӗлемелле пулать. "Ҫулталӑк воспитателӗ" ята Шупашкарти 3-мӗш ача садӗнче ӗҫлекен Дарья Жгарь илчӗ. Ӑна 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Ытти конкурссен ҫӗнтерӳҫисем валли 50-шар пин тенкӗ преми ҫирӗплетнӗ. Олег Николаев вӗрентекенсене хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн тав турӗ, ӑнӑҫусем сунчӗ.
Екатерина Фомина, Павел Иритков