Чӑваш Енри чи ӑнӑҫуллӑ ҫемье республика чысне округ шайӗнче хӳтӗлӗ

Шупашкарта "Атӑл тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫуллӑ ҫемье" конкурсӑн тапхӑрне пӗтӗмлетрӗҫ. Кӑҫал ҫак тупӑшӑвӑн финалӗ шӑпах пирӗн тӗп хулара иртӗ. Кунта Атӑл тӑрӑхӗнчи чи пултаруллӑ та маттур ҫемьесем пухӑнӗҫ.

Вӗсем юрлама, ташлама ӑста, спортпа туслӑ тата юратнӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса пыраҫҫӗ. Конкурсра ӗҫчен, нумай ачаллӑ ҫемьесем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Кил-йышра кам мӗнпе кӑсӑкланать, канмалли вӑхӑта мӗнле ирттереҫҫӗ, куна епле йӗркелеҫҫӗ - ҫакна сцена ҫинче кӑтартса пачӗҫ. Конкурсра ултӑ ҫемье ӑмӑртрӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, Черновсем - чи пултаруллисем, Сандыркинсем - чи туслисем. Атӑл тӑрӑхӗнчи конкурсра вара республика чысне Львовсен пысӑк ҫемйи хӳтӗлӗ. Вӗсем 9 ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Халь Львовсем Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен "Атӑл тӑрӑхӗнчи чи ӑнӑҫлӑ ҫемье" конкурс финалне хатӗрленеҫҫӗ.

 


Алёна Артёмкина, Виолетта Александрова