Чӑваш Енри ҫар ҫыннисем ӑмӑртуллӑ тӗрӗслеврен пысӑк ҫитӗнӳпе таврӑннӑ

Халӗ вӗсем Раҫҫей гвардийӗн ятарлӑ ҫар уйрӑмӗн чи сумлӑ беретне тӑхӑнма тивӗҫ.

Кулленех йӗрке хуралӗнче тӑракан Раҫҫей гвардийӗн салтакӗсем ҫын ҫинче пичӗсене те кӑтартмаҫҫӗ. Вӗсен тивӗҫӗ - хӑрушлӑх сиксе тухас пулсан йывӑрлӑха лекнисене пулӑшса тӑшмана чарасси. Ҫак ӗҫре чи пахи - ҫирӗп сывлӑхлӑ пулни. Уйрӑмах паттӑррисем ҫулсерен ятарлӑ тӗрӗслев витӗр тухса хӗрлӗ берета тивӗҫеҫҫӗ. Нумай пулмасть, Мускав тӑрӑхӗнче иртнӗ черетлӗ тупӑшусенчен икӗ чӑваш боецӗ ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров