"Пӗрле" фонд хастарӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнакансен йышӗ республикӑра ӳссе кӑна пырать. Гуманитари пулӑшӑвӗ пухассине сатик ачисенчен пуҫласа аслӑ ӳсӗмрисем таранах явӑҫаҫҫӗ. Вӗренекенсем тӑтӑшах салтаксен ячӗпе ҫырусем ҫыраҫҫӗ, ӳкерчӗксем тӑваҫҫӗ, управҫӑ парнесем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ тӑван тӑрӑхран уйрӑлнӑ ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене кӑшт та пулин кил ӑшшине туйма пулӑшасса шанаҫҫӗ вӗсем. Пулӑшӑва йӗркелес ӗҫрен "Халӑх фрончӗн" регионти уйрӑмӗн хастарӗсем те айккинче юлмаҫҫӗ.
Республикӑри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ тата "Единая Россия" партин хӗрарӑмсен юхӑмӗ салтаксем валли 650 парне хатӗрленӗ, ҫавӑн пекех ятарласа 10 кукӑль пӗҫернӗ. Пархатарлӑ ӗҫе вӑтам тата аслӑ професси пӗлӗвӗ илекен ҫамрӑксем те явӑҫаҫҫӗ. Уйрӑм тав сӑмахӗ республикӑри предприятисене. Вӗсем тӑрӑшнипе фронт валли кашнинчех аш-какай, юр-вар, пылак кучченеҫсем хатӗрлеҫҫӗ. Волонтерсем ӑшӑ тум-тирпе, пледсемпе, кӗпе-йӗмпе тивӗҫтереҫҫӗ. 3 тонна гуманитари пулӑшӑвӗ ҫывӑх кунсенче Луганск халӑх республикине ҫитмелле.
Леонид Петров, Игорь Ульянов